Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Раҫҫее чикӗ леш енче тӑрса юлнӑ ентешсене ятарлӑ рейспа илсе килнӗ. Хальхинче самолет Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен Хусана килсе ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулнӑ.
Дубай хулинчен Тутарстана вӗҫсе килнӗ самолетра Раҫҫей ҫыннисем 158-ӑн пулнӑ. Чӑваш Ен ҫыннисем пирки маларах каларӑмӑр та, вӗсен йышӗнче икӗ ача таврӑннӑ. Ентешӗмӗрсене Муркаш районӗнчи обсерватора ӑсатнӑ.
Паянхи куна чикӗ леш енче Чӑваш Ен ҫыннисем тата 233-ӗн тӑрса юлнӑ, ҫав шутра ҫул ҫитменнисем – 31. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн 179 ҫынна тӑван тӑрӑха таврӑнма пулӑшнӑ. АПШран, сӑмахран, 35 ҫын килсе ҫитнӗ, Индирен – 29, Таиландран – 16, Китайран – 9.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем Китайран таврӑннӑ. Вӗсене унтан ятарлӑ рейспа илсе килнӗ. Самолет Мускаври Шереметьево аэропортне илсе ҫитернӗ. Ентешӗмӗрсем халӗ – Муркаш районӗнчи обсерваторта икӗ эрнелӗх карантинта.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне илсен, Раҫҫей тулашӗнче тӑрса юлнисем – 246 ҫын.
Чикӗ леш енчен кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри 161 ентеше таврӑнма пулӑшнӑ. Ҫав шутра 29 ҫынна – Индирен, 28 – АПШран, 16 – Таиландран, 9 – Китайран, 8 – Италирен, 7 – Узбекистанран, 6-шар ҫынна – Испанирен, Израильтен, Индонезирен, Велокобританирен, Турцирен, 5 – Германирен, 4 – Францирен, 2-шер ҫынна – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Таджикистанран, Аргентинӑраны, 1-ер ҫынна – Кӑркӑстанрани, Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Шри-Ланкӑран, Иорданирен.
«248 ентеш халӗ те ют ҫӗршывран килеймеҫҫӗ, юлашки кунсенче тепӗр виҫӗ ҫын тӑван тӑрӑха таврӑнчӗ», — тенӗ Алла Салаева вице-премьер кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлассипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн паянхи ларӑвӗнче.
Сӑмах май каласан, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пирӗн республикӑри 3 ҫынна Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен Мускава таврӑнма пулӑшнӑ, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче — Израильтен 5 ҫынна. Ку цифрӑсене республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви паян пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн 156 ентеше чикӗ леш енчен ятарлӑ рейссемпе илсе килнӗ: 29 ҫынна – Индирен, 28 – АПШран, 16 – Таиландран, 8 – Италирен, 6 – Испанирен, 6 – Израильтен, 6 – Индонезрен, 6 – Узбекистанран, 6 – Турцирен, 6 – Великобританирен, 5 – Вьетнамран, 5 – Германирен, 5 – Китайран, 4 – Францирен, 2 – Мексикӑран, 2 – Кӑнтӑр Африкӑран, 2 – Грецирен, 2 – Кипртан, 2 – Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсем, 2 – Таджикистанран, 2 – Аргентинӑран, пӗрер ҫын – Кӑркӑстанран, Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Шри-Ланкӑран, Иорданирен.
Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей ҫыннисене Узбекистанран Раҫҫее илсе килнӗ. Хусанта анса ларнӑ самолетра пирӗн республикӑри ҫын та пулнӑ.
Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑри 265 ҫын чикӗ леш енне тӑрса юлнӑ. Ҫав шутра — ҫул ҫитмен 35 ача.
Виҫӗ ҫӗршывра уйрӑмах йышлӑ: 35 ҫын — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, 34-ӑн — Таиландра, 14-ӑн — Италире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн федераци тата регион ертӳҫисем пулӑшнипе 131 ҫын тӑван тӑрӑха таврӑннӑ: 26-ӑн — Индирен, 24-ӑн — АПШран, 15-ӗн — Таиландран, 6-шер ҫын — Испанирен, Индонезирен, Узбекистанран,5-шер ҫын — Турцирен, Вьетнамран, Германирен тата Китайран, 4-ӑн – Италирен, 3-ӗн – Францирен, 2-шер ҫын – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Великобританирен, Аргентинӑран, 1-ер ҫын – Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран, Иорданирен, Израильтен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |